Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Пуш уйӑхӗ (ҪЯ)

Ҫулталӑк ярӑмӗн пайӗ.

Пуш уйӑхне нарос, нурӑс, ҫӑварни, хӗр ҫураҫнӑ, ӗне, ӗне ырри, ҫуркуннене пуҫлакан уйӑх тесе калаҫҫӗ.

Нарос, нурӑс сӑмахсем чӑваш чӗлхине перссен — зороастризм /сарташ/ тӗнӗпе пурӑнакансен чӗлхинчен кӗнӗ.

Вӗсем хӗвеле "нар", хӗвел ҫутӑ кун енне куҫнӑ куна 21.03 "ноуруз" — "ҫӗнӗ ҫул" тесе уявлаҫҫӗ. Вӗсем хӗвеле пӑхса тулнӑ 365 1/4 кунлӑ 12 уйӑхлӑ календарьпе пурӑннӑ. Кашни уйӑхра 30 кун тесе шутланӑ. Ҫулталӑка ҫитермелли 5 /6/ кунсене ҫут ҫанталӑка пӑхакан турӑсен ячӗпе каланӑ, вӗсене юлашки уйӑх /нарӑс ҫумне хушнӑ /Энциклопедия для детей. Аванта. Т.6. Ч.1 191 стр./. Ҫулталӑк пуш уйӑхӗнче пуҫланнӑ.

Хӗвеле пӑхакан, хӗвел ҫулӗпе ҫӳрекен турӑна вӗсем "пуш", "пушан", "пуҫланаканӗ, ҫеҫке ҫураканӗ" тенӗ. Ӑна пӑтӑпа, сӑрапа асӑннӑ.

Чӑвӑшсем "пуш" сӑмахпа ҫулталӑк иртнине палӑртса калаҫҫӗ: пушмак пӑру - ҫулталӑкри, хӗл каҫнӑ пӑру.

Сарташ тӗнӗпе пурӑнакансем Ҫӗнӗ ҫул умӗн 12 кун чӳклесе кӗлӗ ирттереҫҫӗ. 13-мӗшӗнче усалсене хӑвалаҫҫӗ. Чӳк тумалли вырӑна тухса каяҫҫӗ. 14-мӗшӗнче таврӑнаҫҫӗ. Усалсем пӳрте пӗрле ан кӗччӗр тесе алӑк умӗнче вут чӗртсе ун урлӑ сиксе каҫса пӳрте кӗреҫҫӗ. Ку чӑвашсен Сӗрен, Мӑнкун уявӗсене аса илтерет.

Чылай йӑли-йӗрки уйӑх календарӗ тӑрӑх ирттерекен Ҫӑварни, Христос тӗнӗнчи Мӑнкун, Ҫимӗк уявӗсен йышне кӗнӗ.

Паянхи кунччен те Кӗнер тӑрӑхӗнчи /Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри/ Кӗнер, Туҫи, Шамал ялӗсенче Мӑнкун эрнинчи тунти кун урамра, хапха умӗнче, "пуш" ятлӑ вут ҫунтараҫҫӗ.
Ҫунтармасан усалсем яла, ҫурта ҫунтарса яраҫҫӗ имӗш.

Ку йӑлана авал Мӑнкунра — "нартуханра" /25.03/ ирттернӗ.

Н.И. Ашмарин тата ытти ӑсчах ҫырнӑ тӑрӑх, "пуш" "пушӑ" вӑхӑта, пушӑ /ҫулталӑк ярӑмӗн чӑпӑркки/ пӑрахнине пӗлтерет иккен.

Сӑмахӑн тупсӑмне мӑн асаттесен тӗн вӗрентӗвӗнчи сартош тӗнӗнче шырамалла.

Перссем ноуруз кунне пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, ислам тӗнӗпе пурӑнакансем навруз кунне, нарӑс — пуш уйӑхӗнче ҫӗнӗ уйӑх тулнӑ кунра шутлаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра Ураза байрам, курбан байрам, Хадж уявӗсем ирттереҫҫӗ.

Еврейсем, иудаистсем Мӑнкун /Пасха/ уявне пуш /иккӗмӗш ҫурринче/ е ака уйӑхӗсенче ирттереҫҫӗ.

Христиансем Христос вилӗмрен чӗрӗлнӗ куна — Мӑнкуна пуш-ҫу уйӑхӗнчи ҫӗнӗ уйӑх ҫуралнӑ эрнери вырсарни кун ирттереҫҫӗ.

Чӑвашсем авалхи тӗн тӑрӑх ирттерекен Мӑн кунӗ пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗпе тӗл килнӗ. Вырӑссем чӑваш Мӑнкунне "языческая пасха" тенӗ.

Мӑнкун умӗн тури кайӑкӗ — тӑри — вӗҫсе килнӗ. Вӑл килсен ҫуркунне пуҫланать иккен.
Чӑвашсен авалхи Мӑнкун умӗн Нартӑван, Сӗрен, Вирӗм уявӗсене ирттернӗ. Вӗсем ҫинчен Н.И. Ашмарин словарӗнче ҫырса кӑтартнӑ /Т.5. 240-243 стр. Т.11. 316-319 стр./.

Паллӑ кунӗсем, уявсем

1-5. Сивве хӑваланӑ эрне. Вутӑ турттармалли вӑхӑт.
Ӗне мурне хӑваланӑ, карта ырри, ӗне ырри, хӗрт-сурт чӳкне ирттернӗ вӑхӑт. Ҫип арлама пӑрахнӑ, пир, сӑхман тӗртнӗ вӑхӑт.

3. Вӑрлӑх кӑларнӑ кун.

3-12. Хӗр ҫураҫма, хӑтана ҫӳренӗ вӑхӑт. Туй сӑрине лартмалли вӑхӑт.

3-24. Ушкӑнпа улах ларнӑ, хӗр парни хатӗрленӗ.

6-12. Чӑваш ҫӑварни эрни. Ӗне-выльӑх пӑруланӑ вӑхӑт. Выльӑх, карта мурне хӑваланӑ эрне.

9 /16,23/. Ӗне ырри кунӗ. Йышпа сӗт, салма яшки, чӑкӑт пӗҫерсе ҫинӗ, кӳршӗсене ӗне ырри салатнӑ.

10. Сивӗпе чир хӑваланӑ, хӗрт-сурта асӑннӑ кун.

13. Ҫул пӑсӑлнӑ кун тата икӗ эрне ҫуна чупма пултарнӑ.

14. Шыв тухнӑ, тумла юхнӑ кун. Вӑкӑр /чӑх/ шыв ӗҫнӗ кун. Евтук кунӗ.

13-19. Калӑм эрни. Ваттисене асӑнмалли эрне.

17 /24/. Курак кунӗ. Кураксем кӑнтӑртан вӗҫсе килеҫҫӗ.
Сӗрен, вӗрем кунӗ. Ҫӗмӗрт, пилеш, кӑчкӑ хӑвипе ҫапса ялтан чир-чӗре хӑвалаҫҫӗ. Шакӑртми шатӑртатса усала ялтан хӗртсе хӑваласа яраҫҫӗ.
Ҫӑмарта, йӑва, икерчӗ, кӗрпе, сӗт-ҫу пуҫтарса ял хӗрринче лапамра пӑтӑ пӗҫерсе чӳклеҫҫӗ. Кӗлӗ сӑмахӗ калаҫҫӗ, апат ҫиеҫҫӗ. Сӗрен хуллисене, шакмак, шӑкӑрчи, сӗрен-шӑпӑрне ҫунтарса яраҫҫӗ. Вут урлӑ сиксе каҫса, "усалтан тасалса", киле таврӑнаҫҫӗ.
Кӗнчеле арлама пӑрахнӑ кун.

19. Ҫӗнӗ уйӑх тулнӑ кун.

20-26. Нартӑван эрни. Йӗрӗх эрни. Кайӑк кунта килме вӗҫсе тухнӑ эрне. Кайӑк йӑвана ларнӑ эрне. Кунпа ҫӗр танлашнӑ эрне.

21. Нартӑван кунӗ. Ҫутӑ виртнӗ кун. Авалхи ҫӗнӗ ҫул кунӗ.
Тӑри кунӗ. Тимӗрҫ лаҫҫине уҫнӑ кун.

22. Йӗрӗх кунӗ. Пӗлтӗрхи йӗрӗх турачӗсене шыва пӑрахнӑ. Ҫӗнӗрен пӗрнине пилеш, хӑва турачӗсем сӳспе ҫыхса хывнӑ. Нухратне ҫакнӑ. Пӑта хывнӑ. Йӗрӗх лаҫҫинче чӳк тунӑ.

25. Мӑнкун. Кун, каҫ вӑхӑтӗнчен мӑнӑланнӑ кун. Сӗрен, вирӗм ирттерсе киле вут урлӑ сиксе тасалса килнӗ хыҫҫӑн пысӑк уяв ирттереҫҫӗ. Ҫӑмарта /хӗрлӗ/ пӗҫереҫҫӗ, чӑкӑт, пашалу-кулач, пӑтӑ, кукӑль хатӗрлеҫҫӗ. Сӑра кӑлараҫҫӗ, ӑратри тӑвансемпе ӗҫкӗ ирттереҫҫӗ.

25-31. Пир-авӑр тӗртме пӑрахнӑ эрне. Юр ҫине пир-авӑра шуратма хунӑ вӑхӑт.

29. Сӑрт ҫамки хуралнӑ, ҫуна ҫулӗ пӗтнӗ вӑхӑт.

30. Шыв тапраннӑ кун. Шыв-шур пуҫланнӑ вӑхӑт.


 
Категорисем: Пуш, Ҫулталӑк ярӑмӗ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-02-26 09:39:09 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4625 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем